Ял пурнӑҫӗ
Тӳскелти «Шуҫӑм» ушкӑн Хӑш-пӗр районсенчи тепӗр клуб пирки ҫулталӑкра иккӗ-виҫҫӗ уҫса хупнишӗнех заведующийӗсем шалу илсе тӑраҫҫӗ тесе каланине илтме тӳр килет-ха. Тепӗр ҫӗрте вар культура ҫурчӗсем ҫине-ҫинех тӗрлӗ мероприяти ирттерме ӑнтӑлаҫҫӗ. Елчӗк районӗнчи Аслӑ Таяпари информаципе культура центрӗнче, акӑ, Тӳскелти «Шуҫӑм» ушкӑн хӑйӗн пултарулӑхӗпе нумаях пулмасть ял халӑхне савӑнтарнӑ. Кашни юррах куракансем хапӑл туса йышӑннӑ-мӗн. Е. Разумова юррисем уйрӑмах чӗрене тыткӑнлани пирки пӗлтерет вырӑнти ял тӑрӑхӗ. Кулӑшла сценкӑсем вара чунтан култарнӑ. Информаципе культура центрӗн ертӳҫи Л. Горшкова «Шуҫӑм» ушкӑна чӗререн тав тунӑ. Сӑнсем (14) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
Шупашкар районӗнчи Толик Хураски ялӗнчи пӗр хуҫалӑхра карантин пулнине пӗлтернӗ — урнӑ чир! Ҫакӑ паллӑ: юпа уйӑхӗн 21–22-мӗшӗсенче хуҫалӑхра йӗкехӳресене пӗтермелли наркӑмӑш хунӑ. Хуҫисен кушакӗ наркӑмӑшланни палӑрнӑ. Кушак йӗкехӳресен виллисене ҫинӗ тесе хуҫисем медицина пулӑшӑвӗ ыйтнӑ. Медпулӑшу панӑ чухне кушак хуҫин ывӑлне уринчен ҫыртнӑ. Кил хуҫин хӗрарӑмне те ҫыртнӑ-мӗн. Ветстанци тухтӑрӗ кушака тӗрӗслемешкӗн читлӗхе 10 кунлӑха хупма йышӑннӑ. Пӗр эрнерен лешӗ вилнӗ. Кӑштахран ветлабораторирен кушак урнӑ чирпе чирленине пӗлтернӗ. Кушак пурӑннӑ хуҫалӑхра ытти выльӑх-чӗрлӗх те пур: ӗне, вӑкӑр, йытӑ ҫурисем, кушак, чӑхсем. Урнӑ чир ҫав хуҫалӑхран тухни паллӑ. Халӗ унти выльӑха пӑхсах тӑраҫҫӗ, дезинфекци, урнӑ чире парӑнтармалли иммунизаци тӑваҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
Етӗрне ялӗнче чул, хӑйӑр сарса тунӑ ҫул Авӑн уйӑхӗнче Етӗрне районӗнчи Етӗрне ялне «АиФ» корреспонденчӗ ҫитнӗ, ҫынсене пӑшӑрхантаракан ыйтӑвӑн хуравне тупма тӑрӑшнӑ. Ял ҫыннисем урама асфальт ҫул сарасса 20 ҫул кӗтеҫҫӗ-мӗн. Журналист ҫынсене итленӗ хыҫҫӑн Етӗрне ял тӑрӑхӗн администрацине официаллӑ запрос янӑ. Халӑх каланӑ тӑрӑх, проекта 1991 ҫултах хатӗрленӗ. Ун чухне хӑйӑр та илсе килнӗ. Анчах ӑна кӑштахран кӳршӗ яла илсе кайнӑ. 1997 ҫулта проекта пурнӑҫа кӗртме 1 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Анчах ҫула туман. Юрий Шумилов каланӑ тӑрӑх, проекта те ҫухатнӑ, те ҫынсене кӑтартасшӑн пулман. Тӗрӗссипе, халӗ икӗ ял тӑрӑхне пӗрлештернӗ. Пуҫлӑх — Людмила Чернова. Анчах вӑл унчченхи проект пирки пӗлмест. Ертӳҫӗ пуканне йышӑннӑ чухне ӑна нимӗнле проект та паман. Журналист килсе кайнӑ хыҫҫӑн, асфальт ҫул мар пулсан та, урама чул, хӑйӑр сарма тытӑннӑ. Хальлӗхе Етӗрне ялне асфальт сарасси планра ҫук. Вӑл питӗ тӑкаклӑ ӗҫ-мӗн. Хыснара укҫа ҫук. Юрий Шумилов каланӑ тӑрӑх, Етӗрне ялӗнче лайӑх ҫул нумаях пулмасть хута кайнӑ. Анчах унта халӑх та хутшӑннӑ-мӗн — ял ҫыннисем вырӑнти депутатсене «пысӑк ӗҫ тумашкӑн» 10-шар пин тенкӗ панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
Ҫӗрпӳ районӗнче кирек епле мероприятие те тӗплӗн хатӗрленнине асӑннӑ район администрацийӗн пуҫлӑхӗпе Сергей Артамоновпа журналист ӗҫӗпе пӗр кун ирттернӗ чух ӑнланма ӗлкӗрнӗччӗ. Ун чух вӗсем Ҫӗрпӳ ярмӑрккине тата ҫӗнӗ ача пахчи уҫма хатӗрленетчӗҫ. Паян унта ял хуҫалӑх ӗҫченӗсен уявӗнче пулнӑ май ҫӗрпӳсен тӗплӗлӗхне тепӗр хут курса ӗнентӗм. Ял хуҫалӑхӗнче тата тирпейлекен отрасльте тӑрӑшакансен професси уявне район шайӗнче уҫиччен тӳре-шарапа ял хуҫалӑх отраслӗн ветеранӗсем Кивӗ Тукай ялне ҫул тытрӗҫ. Унта вӗсем ялти культура ҫуртне тата ҫавӑнтах вырнаҫнӑ фельдшерпа акушер пунктне уҫнӑ ятпа йӗркеленӗ савӑнӑҫлӑ мероприятие хутшӑнчӗҫ. Район центрӗнчен асӑннӑ яла хӑнасене ҫитме ҫӑмӑл пултӑр тесе ҫул хӗррипе ялав лартсах паллӑ тунӑччӗ. Саламӗ те пулчӗ, юрри-ташши те. Уйрӑмах асра юлмалли самантсенчен пӗри тесе район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Артамонов культура ҫуртне парнеленӗ хут купӑспа чи малтан республикӑн Патшалӑх Канашӗн депутатне Вадим Николаевакалама тата ӑна хӑй юратнӑ юррине халӑхпа юрлама кӗтмен ҫӗртен ыйтнине палӑртӑттӑм. |
Ял пурнӑҫӗ
Хлебниковсен ҫӗнӗ ҫурчӗ Республикӑра нумай ачаллӑ ҫемьесене пулӑшма тӑрӑшаҫҫӗ. Акӑ Комсомольски районенчи Тукай ял тӑрӑхӗн администрацийӗ Наталия Васильевна Хлебникова валли электронлӑ аукцион мелӗпе пурӑнмалли ҫурт-йӗр туяннӑ. Наталия Хлебникова Тӑманлӑ Выҫли ялӗнче пурӑнать. Унӑн ултӑ ача. Чи кӗҫӗнни — 5 уйӑхра, асли — 17 ҫулта. Халӗ ачасен хатлӑ ҫуртра выляса-кулма май пур. Ҫӗнӗ ҫурт 92,5 тӑваткал метр. Вӑл санитари, техника правилипе тата нормипе килӗшсе тӑрать. Пӳртре — пысӑк виҫӗ пӳлӗм. Ҫавӑн пекех ваннӑй, санҫыхӑну пур. Ҫурта электричество, газ, канализаци, вентиляци кӗртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
Вӑрнар районӗнчи Кӳстӳмӗр ялӗнчи «Хӑва» ача пахчи анлӑланма хатӗрленет. Унта тепӗр ушкӑн уҫма палӑртнӑ. Ача пахчи шкул ҫуртӗнче вырнаҫнӑ. Хальччен унта 1 ушкӑн ҫеҫ пулнӑ, унта 25 ача ҫӳренӗ. Ял тӑрӑхӗнче вара ача нумай, пурне те вырӑн ҫитмест. Пӗлтӗрхи кӑтартупа килӗшӳллӗн, пӗлтӗр кунти демографии лару-тӑрӑвӗ лайӑхланнӑ. Кӳстӳмӗрти ача пахчинче 71 шӑпӑрлан черетре тӑрать-мӗн. Халӗ ӑна шкул ҫуртӗнче анлӑлатаҫҫӗ. Ӑна тумашкӑн 2,5 миллион тенкӗ укҫа уйӑрнӑ. Ача пахчине «Алстрой» туллии мар яваплӑ общество ҫӗнетӗ. Вӗсем ӑна чӳкӗн 20-мӗшӗ тӗлне туса пӗтермелле. Ҫапла майпа 25 ача валли вырӑн пулӗ. 25 ача вали кӑна мар, пӗр воспитатель валли те вырӑн пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
Красноармейски районӗнчи Кӗҫӗн Шетмӗ ялӗнчи Виталий Петров урамне кӗрлӗ-ҫурлӑ ҫанталӑкра кӗрсе тухасси хӗн пулнӑ. Ҫак уйӑхӑн пӗр кунӗнче унта пурӑнакансем кар тӑрса урама хӑтлӑх кӗртме тухнӑ. Вӗсем никама шанмасӑр хӑйсен вӑйӗпе урама тирпейленӗ, машинӑпа кӗрсе тухмалла тунӑ. Роберт Николаев тата Владимир Афанасьев хӑйсен машинисемпе ваннӑ кирпӗч кӳрсе килнӗ. Владимир, Галина тата Дмитрий Никифоровсем, Дмитрий Ришко, Сергей тата Маргарита Александровсем, Вадим Гурьев, Александр тата Владимир Петровсем, Александр Христофоров, Николай Николаев ҫула тикӗсленӗ. Сӑнсем (8) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
Кульцав ялӗнчи юсаса ҫӗнетнӗ культура ҫурчӗ Вӑрнар районӗнчи Кульцав ялӗ — СССР халӑх артисчӗн, паллӑ опера юрӑҫин Максим Дормидонтович Михайловӑн тӑван ялӗ. Тӗнче шайӗнчи ят-сумлӑ юрӑҫ ҫут тӗнчене килнӗ вырӑнти культура вучахӗ те хӑтлӑ пулмалла тесе шӑхӑшлаҫҫӗ вӑл тӑрӑхрисем. Турра шӗкӗр, шухӑшлаҫҫӗ кӑна мар, ӗмӗте пурнӑҫа кӗртме пултарнӑ. Культура ҫуртен юсама кӑҫал 1 миллион та 55 пин тенкӗ укҫа уйӑрнӑ. Ку суммӑран пысӑк пайне, 844 пинне, республика хыснинчен пӑхса хӑварнӑ, ыттине вырӑнти хыснара тупнӑ. Юсава ирттерме шаннӑ подряд организацийӗ ҫурт ҫивиттине юсанӑ, чӳрече рамисене ылмаштарнӑ. ку ӗҫе тума 828 пин тенкӗ тухса кайнӑ. ытти укҫапа вентиляции ҫулӗсене юсанӑ, чӳречене ҫӗнӗрен лартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
Анастасия Изосимова Нумаях пулмасть Вӑрнар район администрацийӗн ял хуҫалӑхӗпе экологи пайӗн пуҫлӑхӗ Вячеслав Горбунов, халӑха социаллӑ пулӑшу паракан районти пай пуҫлӑхӗ Ирина Смолина, Ярмушка ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Алексей Петров Анастасия Ильинична Изосимова ӗҫпе вӑрҫӑ ветеранне 90 ҫулхи юбилейпа саламланӑ, ҫирӗп сывлӑх, вӑрӑм кун-ҫул, канлӗ ватлӑх суннӑ. Анастасия Ильинична 1924 ҫулхи юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Ҫӑкаллӑ Явӑшра ҫуралнӑ. Ӑс-тӑна малалла туптас ӗмӗчӗ вунӑ ҫул вӗреннӗ пулсан та пурнӑҫланайман — вӑрҫӑ чӑрмантарнӑ. Ҫав ҫулсенче вӑл та ытти ар-арӑм пекех колхозра ырми-канми тӑрӑшнӑ, ҫӗнтерӗве ҫывхартма пулӑшнӑ. 1918 ҫулта ҫуралнӑ Филимон Изосимовичпа 1947 ҫулта ҫмӑшӑрланса ҫемье ҫавӑрса 6 ача — 2 хӗрпе 4 ывӑл — ҫуратса ӳстернӗ. Ашшӗпе амӑшӗ ачисене пӗчӗкренех ӗҫе явӑҫтарнӑ тесе хыпарлать вырӑнти ял тӑрӑхӗ. Филимон Изосимович вӑрҫӑ суранӗсене пула часах ҫӗре кӗнӗ. Ултӑ ачана ура ҫине тӑратма пӗрре те ҫӑмӑл пулман Анастасия Ильиничнӑна. Анчах та пуҫа усман, ялан ӗҫленӗ, хуҫалӑха ҫирӗп тытса пынӑ. Анастасия Ильиничнӑна ывӑлӗ-хӗрӗсем, мӑнукӗсем чунтан хисеплесе сума сӑваҫҫӗ, тӑван киле килсех тӑраҫҫӗ, пулӑшаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
Ялти пулас асфальт ҫул Вӑрнар районӗнчи Юпшик Ялтӑра ялӗнче асфальт ҫул туса пӗтереҫҫӗ. Тӗп урамри тата пӗве ҫывӑхӗнчи 520 метр ҫула тунӑ ӗнтӗ. Ҫуран ҫӳрекенсемшӗн хӑрушӑ ан пултӑр тесе строительсем тротуарсем хута яраҫҫӗ. Ҫула пӗлтӗр тума тытӑннӑ. Кӑҫал ӑна тумашкӑн 6,7 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Унччен ял халӑхӗ пылчӑкра лавкка сутуҫине тавара михӗпе йӑтма пулӑшнӑ, мӗншӗн тесен урапа кӗреймен. Халӗ ав ялта ӗне усракан та нумайланнӑ. Ара, халӗ сӗт витрине ял хапхи патне йӑтса утмалла мар-ҫке-ха. Юпшик Ялтӑрара пурнӑҫ вӗрет. Кунта пушӑ кил ҫук. Ялта ҫамрӑк ҫемьесем те тӗпленеҫҫӗ. Темиҫе ҫул каялла халӑх хӑйӗн вӑйӗпе клуб тунӑ Халӗ унта чылай мероприяти ирттереҫҫӗ. Сӑнсем (7) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |